Ял хуҫалӑхӗ
Паян пирӗн республикӑра 2 пин тонна ытла пулӑ тирпейлеҫҫӗ иккен. Асӑннӑ отрасль пайташӗсен кӳрсе килнӗ тинӗс чӗр таварӗпе чылай чухне ӗҫлеме тивет. Пирӗн тӑрӑхра пулӑ ӗрчетессипе, сӑмах май, 50 хуҫалӑх тимлет. Вӗсем ҫулталӑкра 300 тонна пулӑ ӳстереҫҫӗ. Производство калӑпӑшне пысӑклатма май та, кӑмӑл та пур. Аквакультурӑпа ӗҫлекенсем ҫакӑн пирки ӗнер республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Денис Паспековпа иртнӗ тӗлпулура сӑмах хускатнӑ. Юрий Афанасьев фермер каланӑ тӑрӑх, пулла вырнаҫтарма йывӑр. Ҫавна май фермерсем кооператива пӗрлешес шухӑшлӑ. Пулӑ комбикормне вырӑнтах туса илесси, осетр йышши пулӑсене туса илесси, аквакультура отраслӗнчи ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗлпулура сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн. Тӗрӗсрех, ака уйӑхн малтанхи вунӑ кунлӑхӗнче. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паян ирпе район администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Министр, ахӑртнех, синоптиксем ҫур епле килессине тӗшмӗртни тӑрӑх каланӑ. Ҫуртрисене кӑҫал пирӗн республикӑра 310 пин гектар акмалла, ҫав шутран ҫурри ытла (54 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пулӗҫ, лаптӑкӑн 37 проценчӗ таран выльӑх апачӗлӗх культурӑсем йышӑнӗҫ, ыттине ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, техника культурисем валли уйӑрӗҫ. Вӑрлӑха хуҫалӑхсем хатӗрленӗ. Тӗрӗсленинчен 77 проценчӗ — кондицие ларни. Кашни гектар пуҫне 34 килограмран кая мар добрени сапма паартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатассипе самай ӗҫ туса ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗр улми куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи пасарта ыран та ӗҫлӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» тӗрлӗ сорчӗпе паллашма, килӗшнине туянма пулать. «Ҫӗр улми - 2019» курава уҫма тата ҫавна май иртекен мероприятисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Курав пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Курава ирттерме Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви тата Ҫӗр улми ӳстерекенсен пӗрлешӗвӗ пулӑшать. Кӑҫалхи курава ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи тата Беларуҫ Республикинчи 90-а яхӑн компани килсе ҫитнӗ. Вӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илмелли ҫӗнӗ йышши технологисемпе, ҫӗр улмин сӑтӑрҫисемпе тата чир-чӗрӗпе кӗрешмелли мелсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫынсем вара ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗсе астивсе пӑхма пултарасҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Елчӗк районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперавтивӗн председателӗ пулнӑ ҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Вӑл унта 3 ҫул та 1 уйӑх ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ертӳҫӗ должноҫӗнче 3 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Елчӗк районӗнчи полицие председатель саккуна пӑсни пирки пӗлтернӗ. Оперативниксем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: 50 ҫулти ертӳҫӗ кредит парӑмӗсене татас тесе ӗнесене сутнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе сутнӑ хыҫҫӑн протокол хатӗрленӗ: пуху иртнӗ, унта ӗнесене сутма йышӑннӑ имӗш. Председатель 5 уйӑхра 208 ӗнене йӳнӗпе сутнӑ. Ҫапла майпа вӑл кооператива 9 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун хыҫҫӑн предприяти хӑйӗн ӗҫӗпе – сӗт туса илессипе – ӗҫлеймен, панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 935 пин гектар ҫӗртен 220 пин гектар лаптӑкӗ ҫинче ҫӗр йӳҫекленсе кайнӑ. 2019-2023 ҫулсенче 10-шар пин гектар ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма палӑртаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх ҫӗрне акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатас ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Ял хуҫӑлӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ертсе пынӑ канашлура тишкернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче ҫак енӗпе ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр йӳҫеклӗхӗпе чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ кӗрешмен. Акшар ҫӑнӑхӗ сапса тӑкакланнине патшалӑх 30 процентне, Инҫет Хӗветухӑҫӗнич регионсенчи хуҫалӑхсене вара ҫурри таран саплаштарма шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ферма уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, вырӑнти тӳре-шара, ял халӑхӗ пухӑннӑ. Фермӑна Комсомольски районӗнчи Тукайӗнче уҫнӑ. Унӑн хуҫи — «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ. Ҫӗнӗ фермӑна 200 пуҫ ӗнелӗх тунӑ. Унтах — сумалли зал, администраципе хуҫалӑх пӳлӗмӗсем. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенке ларнӑ, ҫав шутран 28 миллионне ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илнӗ. Ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗне выльӑх шутне ҫывӑх вӑхӑтра икӗ хута яхӑн ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки предприяти ертӳҫи Михаил Афанасьев пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ фермӑра проект хӑвачӗпе 2020 ҫулта ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ун чухне ҫулталӑкне 1200 тоннӑран кая мар сӗт суса илме палӑртаҫҫӗ. Ку цифра пӗлтӗрхинчен 1,7 хут пысӑкрах. Сӑмах май, 2018 ҫулта тукайсем кашни ӗнерен вӑтамран 6455 килограмм (республикӑра – 5500 килограмм) сӗт суса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри районсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑшӗсем паян удобрени туянаҫҫӗ, теприсем вӑрлӑха кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ. «Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи кун тӗлне 44,8 пин тонна вӑрлӑх тӗрӗсленӗ. Ҫак кун тӗлне пӗлтӗр, сӑмах май, 45,1 пин тонна пахаланӑ. Халь тӗрӗсленинчен кондицие ларнӑ вӑрлӑх хисепӗ — 61 процент. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑта акана юрӑхлӑ вӑрлӑх хисепӗ 34 процент пулнӑ. Кондициллӗ вӑрлӑх хисепне Йӗпреҫ районӗнче 2 процент лайӑхлатнӑ. Вӑрлӑха ака валли хатӗрлессипе уйрӑмах лайӑх ӗҫлекен районсен шутӗнче — Тӑвай тата Вӑрнар районӗсем. Малтан асӑннинче мӗнпур вӑрлӑхӑн 92 процентне хатӗрлесе ҫитернӗ, юлашкинчен каланинче ҫак хисеп 83 процентпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрмар районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин хӑмла типӗтмелли Раҫҫейре кӑларнӑ комплекс пулӗ. Хӑмла типӗтмелли комплекса Раҫҫейре тӑвас ыйтӑва Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӗл пулӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри хамла туса илекенсем, Чӑваш Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев тата аслӑ шкулӑн инженери факультечӗн деканӗ Николай Пушкаренко хутшӑннӑ. Вӗсем Чукун ҫул техникин 41-мӗш тӗп савучӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Савутӑн аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ Вадим Хромых тата Артур Дышаленков тӗп конструктор ХС-400 хӑмла типӗтмелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекс тӑвас шухӑшлине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, комбайна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тӗрӗслесе, ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Вӑрмар районӗнчи «АгроРесурсы» предприятире вырнаҫтарса ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн, кӗркунне хута ярасшӑн. Савутпа ял хуҫӑлӑх предприятийӗн ертӳҫисем хут ҫине алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ. Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле. Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет. Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ. Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |